Чӑваш чӗлхи
Виктор Чугаров страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри вӗренӳ заведенийӗсенче ҫак кунсенче «Чӑваш чӗлхи» фильм кӑтартаҫҫӗ. Асӑннӑ акци пирки хулара ӳссе кайран хӑй тӗллӗн чӑвашла вӗреннӗ Виктор Чугаров режиссёр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Акци фильма ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта кӑтартнипе пуҫланнӑ. Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑскер вунӑ куна тӑсӑлӗ. Чӑвашсем ҫнчен ӳкернӗ чӑвашла фильма шкулсенче кӑтартма республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» Hunspell валли тунӑ чӑвашла сӑмах пуххине ҫӗнетнӗ. Унчченхи версине ҫӗнетнӗренпе ҫулталӑк иртнӗрен тахҫанах ҫӗнӗ верси кӑларма вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ. Паян вара эпир ҫак ӗҫе пурнӑҫларӑмӑр. Сӑмах пуххи пуянланса пынӑҫемӗн унӑн калӑпӑшне ӳстерме йывӑртарах ӗнтӗ. Апла пулин те пӗлтӗрхипе танлаштарсан словарь 274 сӑмахпа пуянланчӗ (пӗтӗмӗшле сӑмах йышӗ 31 775-е ҫитнӗ). Унсӑр пуҫне тӗрлӗ йӑнӑшсене юсанӑ, сӑмах формисене хатӗрлекен правилӑсене тӳрлетнӗ. Ҫапла май ҫӗнӗ словарь мӗнпур чӑваш сӑмахӗсене палласа илме вӗренеймен пулин те унашкал сӑмахсен йышӗ пӗчӗкленнӗ. Hunspell хатӗрпе Mozilla Firefox браузерта, LibreOffice офис пакетӗнче тата ытти хӑш-пӗр программӑсенче чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи орфографине тӗрӗслеме май пур. Паллах, мӗнпур опечаткӑна вӑл кӑтартаймӗ (сӑмахран, «вал» та «вӑл» та уйрӑммӑн илсен тӗрӗсех, контексне кура кӑна йӑнӑш пуррине палӑртма пулать), анчах йӑнӑшсене ҫавах сахаллатма пулӑшӗ. Mozilla Firefox браузер валли, LibreOffice офис пакечӗ валли ятарлӑ хушӑмсене «Hunspell чӑвашла» сайтран уҫласа илме пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Илемлӗ вулакансен «Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» онлайн-фестивалӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ таран пырӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа наци вулавӑшӗ ирттерет. Унта ачасем тата яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарӗ. Онлайн-фестивале Чӑваш чӗлхи кунне тата аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑвашла хайлавсене хитре вуланине ҫырса илсе #ЯнраЧӑвашЧӗлхи2023 тата #ЗвениЯзыкЧувашский2023 хештегсемпе «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Чтобы язык жил, нужно им просто пользоваться». Ҫакӑн пек ят панӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн паянхи номерӗнче пичетленсе тухнӑ статьяна. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче йӗркеленӗ стратеги сессийӗнче сӳтсе явнӑ ыйтусем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Тӑван чӗлхене упраса хӑварассипе энтузиастсем нумай ӗҫлени пирки статьяра асӑнса хӑварнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне, Чӑваш чӗлхин лабораторийӗн ертӳҫине Николай Плотникова ырӑпа асӑннӑ. Хаҫатри материалта «Яндекс. Тӑлмача» та аса илнӗ, Аҫтахар Плотников пӗлтӗртенпе «Атӑл Тӑлмач» ресурспа ӗҫлени ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Ку ӗнтӗ вӑл — чӑваш чӗлхине цифрӑлассиле ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ. Статьяра чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ытти ҫивӗч ыйтӑва та хускатнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче паян «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе стратегиллӗ сесси иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ҫумпрограммӑна 2020 ҫулта «Культура» программӑн ҫумӗнче йышӑннӑччӗ. Чӑваш чӗлхине аталантармалли мелсене сӳтсе явассине Вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, ытти тӳре-шара хутшӑнчӗ. Стратегисене пилӗк сӗтел тавра сӳтсе яврӗҫ: «Чӑваш чӗлхи тата ҫамрӑксем», «Чӑваш чӗлхи вӗренӳ системинче», «Чӑваш чӗлхи интернетра», «Чӑваш чӗлхи тата Шупашкар», «Чӑваш чӗлхи тата культура». Кашни сӗтел хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлерӗ, кайран ӑна презентацилерӗ. «Чӑваш чӗлхи интернетра» сӗтел тавра пухӑннисем, сӑмахран, хӑйсен презентацине чӑваш чӗлхине чӑвашла калаҫсан аталантарма май пуррине тӗпе хурса хатӗрлерӗ. Килте те, шкулта та, ӗҫре те ытларах чӑвашла калаҫмалла тесе пӗлтерчӗҫ вӗсем. Ҫакӑн валли тӗрлӗ хатӗрсем туса парсан аван пулнине ҫирӗплетрӗҫ: чӗлхе синтезаторӗ, куҫаруҫӑсем, чӑвашла сарӑмсем, аудио-кӗнекесем, чӑвашла блогерсен йышне ӳстересси тата ытти те. |
Чӑваш чӗлхи
chgpu.edu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗ, Чӑваш наци радиовӗ, «Тӑван радио», Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акци ирттерӗҫ. Диктант текстне 105,0 FM (Чӑваш Республикинче), 95,9 FM (Шупашкарта), 72,41 УКВ тата 100,3 FM радиохумсем ҫинче тӳрӗ эфирта вуласа паӗҫ. Диктант бланкне https://chrio.rchuv.ru/ сайтра вынаҫтарӗҫ. Унсӑр пуҫне диктанта тӗрлӗ учрежденире пухӑнса ҫырма май туса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре иртнӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль вӗҫленнӗ. Аса илтерер: ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствипе Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, уҫнӑччӗ. Халӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене пӗтӗмлетнӗ. «Сӑмах илемӗ» номинацире Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекен Камилла Борисова ҫӗнтернӗ, «Чӑваш вӑййи» номинацире — Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикри «Мерчен» фольклор ушкӑнӗ, «Чӑваш ташши» номинацире — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи «Сияние» хореографи ушкӑнӗ, «Янра чӑваш юрри» номинацире — Хӗрлӗ Чутайӗнчи вӑтам шкулти Софья Эзенкина тата Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи шкулта 3-мӗш класра вӗренекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Языковая ситуация в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ) ҫавра сӗтел ирттерӗҫ. Ӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине тата Тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне халаллӗҫ. Ларӑвӑн модераторӗ — филологи наукисен докторӗ, ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн деканӗ Алёна Иванова. Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем: истори наукисен докторӗ Иван Бойко, филологи наукисен кандидачӗсем Артём Гаврилов тата Алевтина Долгова — тухса калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен конкурсӗ Чӑваш Енре кӑҫал та иртӗ. Унта уйрӑм авторсем те, авторсен ушкӑнӗсем те хутшӑнайӗҫ. Ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнӗҫ: шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (конкурс ҫӗнтерӳҫине 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ), вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав (75 пин тенкӗ премипе хавхалантарӗҫ), аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав (ҫӗнтерӳҫӗне 75 пин тенкӗ лекӗ). Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 10-мӗш ҫурти 2-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 56-50-57 (хушма номер 2537). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» пабликра «Халал пирӗн асӑмра» акци пуҫарнӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, акцие «аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевӑн ырӑ сӑнарӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлне уҫса парас, «Чӑваш халӑхне» панӑ халал сӑмахӗсене ӑша хывма, ӑнланма, яланах асра тытма пулӑшас тӗллевпе» йӗркеленӗ. «Ан сӳнтӗр Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр халалӗ!» — теҫҫӗ акцие пуҫарса янисем. Халала пӗччен, ушкӑнпа е ҫемьепе вуламалла. Тӗрлӗ ролик туса, ӑсталӑх класӗсем кӑтартса, эссе, сӑвӑсем ҫырса #Халалпирӗнасӑмра хэштегпа палӑртса маларах асӑннӑ ушкӑна сӗнме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |